Салам, тусӑм. Сан валли ыйтусем ҫыртӑм. Вӗсене пӗччен ларса хуравлама пултаратӑн.
Ҫавӑн пекех туссемпе пуҫтарӑнса выляма та пулать. Черет ҫитсен кашниех пӗр ыйтӑва вулать те хуравлать. Ҫав ыйтӑвах, кӑмӑл пур пулсан, ыттисем те хуравлама пултараҫҫӗ.
Ҫак ыйтусене ҫул ҫӳреве те илсе кайма меллӗ. Эпӗ ҫак ыйтусене Эверестӑн тӗп лагерьне вун икӗ кунра илсе ҫитерекен походра Интернет ҫук ҫӗрте ҫыртӑм. Ыйтӑвӗсене пӗрле ҫул ҫӳрекенпе хуравласа вӑхӑта кӑмӑллӑ ирттертӗмӗр, пӗр-пӗринпе ҫывӑхрах паллашрӑмӑр.